Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Максимов Николай Николаевич

Максимов Николай Николаевич — чӑваш ҫыравҫи. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ.

1982 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1995 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.

Пурнӑҫӗ

Мӑкшӑ патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче, Горькийӗнчи аслӑ парти шкулӗнче вӗреннӗ. Йӗпреҫ район хаҫат редакторӗ ҫумӗ, Куславкка район хаҫачӗн редакторӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн культура пайӗн заведующийӗ пулнӑ. «Капкӑн» журналӑн редакторӗ, Чӑваш Ен ҪП правлени председателӗ вырӑнӗсенче ӗҫленӗ. «Советская Чувашия» тата «Столица-Ч» хаҫатсен тӗп редакторӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ.

Ӗҫӗсем

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Ҫил-ҫумӑр витӗр» (1982);
  • «Пӑр айӗн те шыв юхать» (1983);
  • «Тапӑ» (икӗ кенкепе, 1986, 1987);
  • «Синкер» (1991);
  • «Пурнӑҫри вырӑн» (1994);
  • тата ыттисем.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-06-08 22:15:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5440 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем